
Чӑваш Енри фермерсем слёта пуҫтарӑннӑ. Мероприяти Етӗрне районӗнче иртнӗ. Унта пӗчӗк тата вӑтам усламҫӑсем пухӑннӑ. Ун пек слёта пирӗн республикӑра кӑҫал улттӑмӗш хутчен йӗркеленӗ. Ял хуҫалӑхӗнчи ыйтусене сӳтсе явма отрасльти 200-е яхӑн специалист пырса ҫитнӗ.
Респуликӑн Ял хуҫалӑх министерствин пресс-служби пӗлтернӗ тӑрӑх, тӗлпулӑвӑн тӗп темисенчен пӗри — патшалӑх кӳрекен пулӑшу аграрисем ыйтнине тивӗҫтерни.
Сӑмах май каласан, юлашки ултӑ ҫулта фермер хуҫалӑхӗсене аталантарма пирӗн республикӑра 2,4 миллиарда яхӑн тенкӗ укҫа уйӑрнӑ. Патшалӑх пулӑшӑвне кашни пиллӗкмӗш фермер илнӗ. Кун пирки слета пырса ҫитнӗ республикӑн вице-премьерӗ тата ял хуҫалӑх министрӗ Андрей Макушев палӑртса хӑварнӑ.

Шупашкар районӗнчи Хурамакассинче пурӑнакан мӑшӑр ҫӗр ҫырли туса илет. Кун валли вӗсем патшалах пулӑшӑвӗпе усӑ курнӑ.
Елена Никифорова 2024 ҫулта «Агростартап» гранта тивӗҫнӗ. Патшалӑх хӗрарӑма 4 миллион тенкӗ укҫа панӑ. Унпа ҫемье 75 пин тӗм ҫырла туяннӑ. Унччен ҫулталӑкра 3 тонна ҫырла татнӑ пулсан, халӗ 12 тонна пуҫтарса илеҫҫӗ.
Пӗлтӗр фермерсен ҫемйи каллех патшалӑх пулӑшӑвне илнӗ. Хальхинче — 10 миллион тенкӗ. Унпа ӗҫчен мӑшӑр 55 пин тӗм ҫырла туяннӑ. Унсӑр пуҫне темиҫе ретлӗ теплица, тумлакпа шӑвармалли тытӑм илсе вырнаҫтарнӑ. Кун пек теплицӑра ҫанталӑк епле пулассинчен хӑрамалла мар.
Ҫырлана мӑшӑр пысӑк федераци сечӗсене те ӑсатать, ҫав шутра — Хусана, Мускава тата Екатеринбурга.

Республикӑра ку эрнере аграрисем вырмана тухнӑ, кӗрхи культурӑсене пухса кӗртме тытӑннӑ.
Утӑ уйӑхӗн 20-мӗшӗнче чи малтан Ҫӗрпӳ, Вӑрмар тата Красноармейски округӗсенчи аграрисем вырмана пуҫӑннӑ. Халӗ Патӑрьел, Вӑрнар, Шупашкар, Шӑмӑршӑ, Елчӗк тата Тӑвай округӗсенче те комбайнсем хире тухнӑ. Республикӑра пӗтӗмпе 900 ытла комбайн ӗҫе тухмалла.
Паянхи куна 959 гектар кӗрхи тулла пухса кӗртнӗ. Пӗтӗмпе ӑна 72 пин ытла гектар ҫинче вырмалла.
Ҫавӑн пекех аграрисем пахча-ҫимӗҫ пухса кӗртеҫҫӗ, выльӑх апачӗ хатӗрлеҫҫӗ. Ҫав вӑхӑтрах кӗркунне акса хӑварма ҫӗрсем хатӗрлеҫҫӗ. Пӗтӗмпе 84,8 пин гектар ҫӗр сухаламалла.

Паян Ҫӗрпӳ округӗнче йӑлана кӗнӗ «Уй кунӗ – 2026» курав уҫӑлнӑ. Унта Раҫҫейри тӗрлӗ регионти агропромышленноҫ элчисем пухӑннӑ.
Пирӗн республикӑна 11 регионти 57 организаци, паллӑ селекционерсем, отрасльти экспертсем, аграри предприятийӗсен ертӳҫисем, аслӑ шкулсенчи вӗрентекенсем тата ҫамрӑк специалистсем килнӗ.
Курав программи пуян: ӑсталӑх класӗсем, семинарсем, ҫавра сӗтелсем иртеҫҫӗ, выльӑх апачӗ хатӗрлекен тата ытти техникӑна кӑтартаҫҫӗ. 32 ертсе пыракан компани ял хуҫалӑхӗнчи пурнӑҫа кӗртнӗ ҫӗнӗ шухӑшсемпе паллаштарнӑ.
Хальхи вӑхӑтра аграрисемшӗн топливо ыйтӑвӗ ҫивӗч. ЧР ял хуҫалӑх министрӗ Андрей Макушев пӗлтернӗ тӑрӑх, республикӑра аграрисем валли саппассем пур, ҫавна май ӗҫсене вӑхӑтрах вӗҫлемелле.

Чӑваш Енри фермерсене топливо ҫитмест иккен. Сӑмахран, «Вӑрнарти аш-какай комбиначӗ» предприятин саппас кирлинчен ҫурри таран ҫеҫ пур. Кун пирки МАХри «Первый чувашский» каналта пӗлтернӗ.
Аграрисене топливо ӗҫҫи вӑхӑтӗнче уйрӑмах кирлӗ. Унсӑр хирте те ӗҫлеймӗн.

Сӗнтӗрвӑрри районӗнчи Николай Архипов ҫырла туса илсе укҫа туса пурӑнать. Ҫак ӗҫе пуҫарма ӑна патшалӑх укҫи пулӑшнӑ. Тата, паллах, хӑй ӳркенменни, тавҫӑруллӑ пулни, ӗҫрен хӑраманни.
Ҫӗр ҫырли туса илессипе Николай Архипов юлашки пилӗк ҫул ҫине тӑрать. 2015 ҫулта вӑл пахча ҫимӗҫ туса илессипе аппаланма пуҫланӑ, ҫӗрулми лартса тунӑ. Каярахпа фермер ҫӗрулми вырӑнне ҫырла туса илес тенӗ. Ун валли вӑл «Перспектива» (чӑв. Малашлӑх) грант укҫи ҫӗнсе илнӗ. Ку вӑл 2021 ҫулта пулнӑ. Ун чухне арҫын хыснаран 4 миллион тенкӗ илнӗ те унпа 70 пине яхӑн калча туяннӑ. Унсӑр пуҫне шӑвармалли тытӑм вырнаҫтарнӑ.
Ҫырла лаптӑкне хастар арҫын 6 хут ытла ӳстернӗ. Унччен вӑл ӑна 1,5 гектар ҫинче туса илнӗ пулсан паян 10 гектара ҫитернӗ. Тухӑҫ гектар пуҫне 160 центнер тухнӑ пулсан халӗ ку кӑтарту 200 центнерпа танлашать.

Чӑваш Енре «Ҫуркунне – 2026» ял хуҫалӑх ярмӑрккисем иртнӗ. Пӗтӗмлетӳ акӑ мӗнле: унта хутшӑннӑ ял хуҫалӑх предприятийӗсем 240 тонна ытла продукци сутнӑ.
Ярмӑрккӑсене республикӑри 200-е яхӑн хуҫалӑх хутшӑннӑ: пысӑк агропредприятисенчен пуҫласа фермерсем тата харпӑр хушма хуҫалӑх тытакансем таран. Ҫынсем ытларах вӑрлӑх, хунавсем тата калчасем, ҫӗрулми, пахча ҫимӗҫ, ешӗл ҫимӗҫ, сӗт тата аш продукцине, пулӑ, пыл тата ҫӑкӑр туяннине палӑртнӑ.
Кунашкал ярмӑрккӑсем кӗркунне те иртӗҫ.

Чулхула облаҫӗнчи Пильна районӗнчи Калиновка ялӗнче те пастереллёз инфекцине тупнӑ. Ку ял Ҫӗмӗрлерен 22 ҫухрӑмра вырнаҫнӑ.
Документра палӑртнӑ тӑрӑх, ку инфекци харпӑр хушма хуҫалӑхри мӑйракаллӑ шултра выльӑха ернӗ. Халӗ унта чару мерисене йышӑннӑ: ку территорие ют ҫынсене кӗме, унта выльӑх илсе килме тата илсе тухма (инфекцие пула пусма янисӗр пуҫне) юрамасть.
Аса илтерер: нумаях пулмасть «Батыревский» хуҫалӑхра та пастереллёз инфекцине тупнӑ. Унти ӗнесене тӗп тӑвасине пӗлтернӗччӗ. Хальхи вӑхӑтра Патӑрьел округӗнче – карантин.

Чӑваш Енре пастереллёза пула выльӑх-чӗрлӗхе массӑллӑ тӗп тума палӑртман. Ҫапла пӗлтерет республикӑри Патшалӑх ветеринари служби.
Официаллӑ майпа пӗлтернӗ тӑрӑх, чире тупса палӑртнӑ вырӑнта кӑна выльӑха тӗп тӑваҫҫӗ. Инфекцие вара «Батыревский» хуҫалӑхра тупса палӑртнӑ. Аса илтеретпӗр: пастереллёза пула Патӑрьел округӗнче халӗ карантин пырать.
Палӑртса хӑварар: Ҫӗпӗрте ҫак инфекцие пула выльӑха массӑллӑ тӗп тума пуҫланӑ. Фермерсем ҫӑхавлама тытӑннӑ: выльӑха тӗп тӑвакансен нимӗнле документ та ҫук. Ҫынсем Следстви комитетӗнчен пулӑшу ыйтнӑ. Халӗ ҫакӑ паллӑ: регионсенче РФ Ял хуҫалӑх министерстви тӗрӗслев ирттерет.

Республикӑн Финанс министерствинче ҫак инновациллӗ тӳлев хатӗрне кулленхи пурнӑҫра ӗҫе кӗртессине халалланӑ ятарлӑ канашлу иртнӗ. Пӗрремӗш вице-премьер тата финанс министрӗ Михаил Ноздряков палӑртнӑ тӑрӑх, регион ҫӗнӗ йышши тӳлевсемпе усӑ курас енӗпе хатӗрленсе пырать. Канашлу вӑхӑтӗнче тӑватӑ тӗрлӗ тӳлев сценарине тӗплӗн тишкерсе тухнӑ, вӗсемпе пӗр чӑрмавсӑр усӑ курма май пур. Ҫавӑн пекех нумай ачаллӑ ҫемьесене шкул тата спорт форми илмелли тӳлевсемпе тивӗҫтерес механизма вӗҫлесе пыни пирки пӗлтернӗ.
Саккунпа килӗшӳллӗн, хысна укҫине цифрӑллӑ тенкӗпе 2027 ҫулхи утӑ уйӑхӗн 1-мӗшӗнчен тин уйӑрма май пурри пирки аса илтернӗ. Апла пулин те Михаил Ноздряков ҫакӑ чӑрмав пулса тӑмалла марри пирки каланӑ. Ведомство пуҫлӑхӗ ҫак механизма халех тӗрӗслесе пӑхмалли урӑх ҫулсене шырама сӗннӗ. Канашлӑва хутшӑннисем Ял хуҫалӑх министерствин нормативлӑ базӑна улӑштармалли пирки килӗшнӗ. Эксперимент ирттерсе ҫӗнӗ йышши субсидипе чи малтан сӗт туса илекенсене тивӗҫтерӗҫ.
